Хӗллехи йӗпе-тӑманлӑ каҫсенче
Макӑраҫҫӗ ҫил ачисем мӑрьере.
Шӑнса-кӳтнӗ яранса Сӑрт кассинче,
Пичӗсене тӑм илтернӗ сивӗре.
Чупать сурӑх путекки урайӗнче,
Макӑрать вӑл — тунсӑхланӑ амӑшне.
Шӑппӑн ларатпӑр кӑмака ҫийӗнче,
Юптарать кукаҫей хӑйӗн юмахне.
— Пурӑнатпӑр кунта ӗлӗк-авалтан
Урӑх ҫӗре куҫма шутламан ялтан,
Мӑн асаттерен тытӑнса шутласан
Эпӗ тӑххӑрмӗш сыпӑк — тӗрӗс пулсан.
Чӑваш енче ҫӗре пит хӗсӗк тесе
Ман Асатте хӑйӗн виҫӗ ывӑлне
Пӗр ямшаклӑ пӑхӑр укҫа тиесе
ҫӗр илмешкӗн ӑсатнӑ Вырӑс енне
Куҫса килнӗ кунта виҫӗ пӗртӑван
(Шел пулин те ячӗсем асра юлман)
Ыраш акма кӑкланӑ хура вӑрман,
Выльӑх-чӗрлӗхне ӗрчетнӗ, ҫывӑрман.
Hиме туса пӳрт ҫӗкленӗ тӑвансем,
Йышлӑ пулнӑ вӗсен ачи-пӑчисем.
Виҫӗ ҫемьи те ӗҫе питӗ хастар,
Ывӑлӗсем кӗреш пек ҫирӗп, патвар.
Пир тӗркисем тӗртнӗ хӗлӗпе хӗрсем,
Шуратма сарнӑ шап-шурӑ юр ҫине.
Ал шӑллисем тӗрлене пулас кинсем
Чечек ҫеҫкисем ӳкерсе пир ҫине.
ҫуркунне сухапуҫ тытнӑ йӗкӗтсем,
Ырaш акнӑ кунтӑк ҫакнӑ ватӑсем.
Кaнтӑр хутнӑ, сӳс тылланӑ амӑшсем,
ӳркенмесӗр ӗҫленӗ пӗртӑвансем.
Асатте каланӑ «ахӑр самана»
Килсе ҫитрӗ сивӗ ҫил пек уласа.
Хуса ячӗҫ вырӑнӗнчен патшана,
ҫапӑҫтарчӗҫ халӑха улталаса.
Усал ҫынсем тыткӑна илчӗҫ яла
Пӑшал йӑтса ҫӳрерӗҫ ҫын хӑратса
Микулайпа Минахмат, Гайнатулла
Ял-йыша ҫука хаварчӗҫ тӑратса.
ӗҫлемен вӗсем — пурӑннӑ шӑйӑртса,
Килӗсенче курман «йытӑ пӑтратса»,
ҫӳрерӗҫ хуҫа пулса, ҫын макӑртса,
Хур аҫи пек псехисене каҫӑртса.
Йӑтса тухрӗҫ пирӗн килтен арчана
Тиерӗҫ картишӗнчи ямшӑклана.
Туй кӗписӗр хӑварчӗҫ хӗрачана
Шеллемерӗҫ пӳрт тулли вак ачана.
Икӗ ене ӳречерен кӑкарса
Урапа ҫине тушек тӑсса хурса
Сыснана ҫиеле ҫыхса вырттарса
Кӳлсе кайрӗҫ лашана кӑтӑрттарса. —
Тӑпӑлтарса илчӗҫ акнӑ ҫӗрсене,
Тиесе кайрӗҫ тырӑ-пулӑсене.
Тарпала пуҫтарнӑ пирӗн мулсене
Сутса — ӗҫсе тӑрантрӗҫ пырӗсене.
Тепрехинче ҫӗр варриче вӑратса
Илсе кайрӗҫ сарса выртнӑ кавире,
Колхоза кӗмен ҫынсене макӑртса
ӑсатса ячӗҫ пурне те ҫӗпӗре .
Ӗҫрен эпир нихӑҫан та хӑраман
Колхоз хирӗнче тӑрӑшрӑмӑр аван.
Ака тунӑ, утӑ ҫулнӑ — ҫывӑрман
Пирӗн алӑран «хӗрлӗ ялав» кайман.
Юрӑпа вӑратнӑ хирти уҫлӑха
Ял хушшинче ҫӳремен пуҫа усса.
Иртӗхсе ҫӳрекен ӳсӗр пуҫлӑха
Кӑлартӑмӑр вырӑнтан пуху пухса.
Тырӑ-пулӑ ӳсет хирте ашкӑрса
Никам та хӑратмасть пире кӑшкӑрса.
Паян ырӑ ҫын ӗҫлет пуҫлӑх пулса
Пурӑнатпӑр, тӑвансем, ырӑ курса.